Поздравление Председателя Государственного Совета Чувашской Республики Альбины Егоровой с Днем знаний

Поздравление Председателя Государственного Совета Чувашской Республики Альбины Егоровой с Днем знаний

Уважаемые школьники, студенты,  родители  и педагоги, ветераны системы образования!

От имени Государственного Совета Чувашской Республики поздравляю вас с началом нового учебного года – с Днем знаний!

Благополучие общества во многом зависит от положения дел в сфере образования. Поэтому развитие системы просвещения – один из важнейших приоритетов государственной политики. В Чувашии создаются все условия для всестороннего развития, профессионального самоопределения, творчества, содержательного досуга детей, их адаптации к жизни в обществе, воспитания гражданственности и патриотизма. У нас строятся новые школы и детские сады, модернизируются существующие образовательные учреждения, улучшается их материально-техническая база, повышаются стандарты безопасной образовательной среды, развивается сфера дополнительного образования.

Педагогические кадры республики непрерывно совершенствуют свое мастерство, внедряют новейшие методы обучения,  бережно сохраняя при этом опыт и традиции своих предшественников.

Успех педагога – в успехах его воспитанников. Имена школьников и студентов из Чувашии все чаще звучат в числе победителей всероссийских и республиканских конкурсов, научно-практических конференций, фестивалей, спортивных соревнований. Выпускники вузов – молодые профессионалы – успешно работают в разных отраслях экономики и социально-культурной сфере. Уважаемые педагоги, от души благодарю вас за непростой созидательный труд, ответственность и преданность профессии.

За победами детей – не только собственное усердие и каждодневный учительский труд, но и забота родителей. Спасибо вам за поддержку и участие.

Для первоклассников и первокурсников этот день особенно волнующий. Желаю вам ярких открытий, интересных встреч и, конечно, отличной учебы!

Пусть учебный год принесет всем много светлых и счастливых дней, станет временем значимых свершений и добрых дел. Желаю успешного творческого поиска, доброго здоровья и благополучия!

  

       Председатель
Государственного Совета
  Чувашской Республики                                                                                                                                     А.Е. Егорова

Хисеплӗ шкул ачисем,
 студентсем, ашшӗ-амӑшӗсемпе педагогсем,
вӗренӳ ӗҫӗн ветеранӗсем!

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ячӗпе сире ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗпе – Пӗлӳ кунӗпе саламлатӑп!

Общество ырлӑхӗ вӗренӳ ӗҫӗнчи лару-тӑруран нумай килет. Ҫавӑнпа ҫутӗҫ тытӑмне аталантарни – патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулса тӑрать. Чӑваш Енре ачасене пур енлӗн аталанма, професси суйласа илме, патриотла воспитани пама, вӗсен пултарулӑхне, пушӑ вӑхӑтри ӗҫ-хӗлне аталантарма мӗнпур майсем туса панӑ. Ҫӗнӗ шкулсемпе ача сачӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӗнетеҫҫӗ, вӗсен пурлӑхпа техника никӗсне лайӑхлатаҫҫӗ, вӗренӳ хутлӑхӗн хӑрушсӑрлӑх стандарчӗсене вӑйлатаҫҫӗ, хушма пӗлӳ сферисем аталанаҫҫӗ.

Республикӑри педагогсем хӑйсен ӑсталӑхне пӗр вӗҫӗмсӗр лайӑхлатаҫҫӗ, аслӑ вӗрентекенсен опычӗпе йӑли-йӗркисене типтерлӗн упраса ҫӗнӗ вӗрентӳ меслечӗсене ӗҫе кӗртеҫҫӗ.

Педагог ҫитӗнӗвӗ вӑл – унӑн вӗренекенӗсен ҫитӗнӗвӗсем. Чӑваш Енри шкул ачисемпе студентсем час-часах пӗтӗм Раҫҫейри тата республикӑри конкурссене, наукӑпа практика конференцийӗсене, фестивальсене, спорт ӑмӑртӑвӗсенче хутшӑнса малти вырӑна тухаҫҫӗ. Аслӑ шкулсенчен вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем экономика тата социаллӑ пур­нӑҫпа культура сферинчи тӗрлӗ отрасльсенче вӑй хураҫҫӗ. Хисеплӗ педагогсем, сире профессие парӑннӑшӑн, ҫӑмӑлах мар ӗҫре яваплӑха туйса ӗҫленӗшӗн чун-чӗререн тав тӑватӑп.

Ачасем ҫитӗнӳсем тӑвасси вӗсенчен хӑйсенчен кӑна мар, учительсем кунсерен ӗҫленинчен те мар, ашшӗ-амӑшӗсем ачасемшӗн еплерех тӑрӑшнинчен те килет. Тавах сире, кирлӗ вӑхӑтра ачасене хавхавлантарнӑшӑн тата пулӑшнӑшӑн.

Пӗрремӗш класа тата пӗрремӗш курса вӗренме каякансемшӗн ҫак кун уйрӑмах хумхануллӑ самантсемпе пуян. Сире открытисем тума, юлташсем тупма тата, паллах, лайӑх паллӑсемпе вӗренме сунатӑп!

Вӗренӳ ҫулӗ пурне те ҫутӑ та телейлӗ кунсем кӳтӗр, пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе ырӑ ӗҫсемпе тултӑр. Пурсӑра та ырлӑх-сывлӑх, пултарулӑхра ӑнӑҫу сунатӑп!

  

Чӑваш Республикин
 Патшалӑх Канашӗн
     Председателӗ                                                                                                                                                 А.Е. Егорова

 



01 сентября 2021
08:00
Поделиться