Поздравление Председателя Государственного Совета Чувашской Республики Альбины Егоровой с Днем российской и Днем чувашской печати

Поздравление Председателя Государственного Совета Чувашской Республики Альбины Егоровой с Днем российской и Днем чувашской печати

Уважаемые сотрудники и ветераны печати и средств массовой информации Чувашии!

Поздравляю вас с профессиональными праздниками – Днем российской и Днем чувашской печати!

Сегодня мы чествуем творческих, талантливых, неравнодушных людей, посвятивших себя печатному делу.

Чутко улавливая пульс времени, мастерски создавая потоки актуальной информации, пресса помогает людям ориентироваться в современном мире, является выразителем общественных настроений. Печатные издания и интернет-газеты не только оперативно, объективно, интересно освещают важные события в регионе, но и повышают степень участия граждан в общественной жизни, способствуют эффективной реализации социально значимых программ и проектов. Наряду с «горящими» новостями и злободневными темами большое внимание средства массовой информации уделяют вопросам сохранения уникального историко-культурного наследия Чувашии, создания ее позитивного образа, активно содействуют духовно-нравственному воспитанию молодежи, ведут большую просветительскую работу.

Искренние слова признательности хочу выразить журналистам, издателям и полиграфистам нашей республики за высокий профессионализм, ответственное отношение к делу. Особая благодарность – ветеранам печати, литераторам, писателям, публицистам – всем тем, кто в разные годы внес личный вклад в развитие информационного пространства региона, создавал современную летопись нашего края. Уверена, новое поколение журналистов достойно продолжит лучшие традиции мастеров слова.

От всей души желаю всем представителям медиасообщества Чувашии творческого вдохновения, больше новаторских идей, воплощения новых интересных проектов. Счастья вам, благополучия, а самое главное – крепкого здоровья!

 

      Председатель
Государственного Совета
  Чувашской Республики                                                                                                                                           А.Е. Егорова

 

 

Чӑваш Енӗн пичет тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсен
хисеплӗ ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем!

Сире професси уявӗсемпе – Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсемпе саламлатӑп!

Паян эпир пичет ӗҫне чун-чӗререн парӑннӑ пултаруллӑ, талантлӑ ҫынсене чыслатпӑр.

Вӑхӑт таппине туйса, пысӑк пӗлтерӗшлӗ информацие ӑста хатӗрлесе пресса вулакансене тӗнчери лару-тӑрупа паллаштарать, халӑх шухӑш-кӑ­мӑлне уҫса парать. Пичет кӑларӑмӗсемпе интернет-хаҫатсем регион пур­нӑҫӗпе пысӑк событисене хӑвӑрт та тӗрӗс, интереслӗ ҫутатаҫҫӗ ҫеҫ мар, граждансене общество ӗҫне тачӑрах хутшӑнма майсем туса параҫҫӗ, со­циаллӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ программӑсемпе проектсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ. Ҫӗнӗ хыпарсемпе кулленхи ҫивӗч темӑсемсӗр пуҫне массӑллӑ информаци хатӗрӗсем Чӑваш Ен историпе культура еткерлӗхне упрас, республикӑн ятне-сумне ӳстерес ыйтусем ҫине тимлӗн пӑхаҫҫӗ, ҫамрӑк­сене ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен воспитани пама пулӑшаҫҫӗ, ҫут ӗҫ енӗпе нумай тӑрӑшаҫҫӗ.

Хамӑрӑн республикӑри журналистсене, издательсемпе полиграфистсене професси енӗпе ӑста пулнӑшӗн, яваплӑха туйса ӗҫленӗшӗн чунтан тав тӑватӑп. Пичет ветеранӗсене, литераторсене, ҫыравҫӑсене, публицистсене – информаци анлӑхне аталантарма тӗрлӗ ҫулсенче хӑйсен тӳпине хывнӑ, тӑван енӗмӗрӗн ку чухнехи летопиҫне ҫыракан мӗнпур ҫынсене – уйрӑмах палӑртас килет. Ҫакна шанса тӑратӑп: журналистсен ҫӗнӗ ӑрӑвӗ сӑмах ӑстисен пархатарлӑ ӗҫне малашне те чыслӑн пурнӑҫласа пырӗ.

Чӑваш Ен медиапӗрлешӗвӗн мӗнпур представителӗсене пултарулӑх енӗпе хавхаланса ӗҫлеме, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ идейӑсем, проектсем тупма, пурнӑҫа кӗртме ырлӑх-сывлӑх сунатӑп.

  

 Чӑваш Республикин
 Патшалӑх Канашӗн
     Председателӗ                                                                                                                                                       А.Е. Егорова



13 января 2021
08:00
Поделиться