Поздравление Председателя Государственного Совета Чувашской Республики Альбины Егоровой с Днем Республики и 100-летием образования Чувашской автономной области

Уважаемые жители Чувашии!

От имени Государственного Совета Чувашской Республики сердечно поздравляю вас с Днем Республики и 100-летием образования Чувашской автономной области!

Обретение государственности стало для Чувашии судьбоносным событием, создавшим предпосылки для ее социально-экономического развития, возрождения национальной культуры.

За вековую историю наш край невероятно преобразился, стал одним из самых красивых и комфортных для проживания регионов. Сегодня в Чувашии укрепляются индустриальный и агропромышленный кластеры, возводятся новые детские сады, школы и больницы. В основе успехов республики – талант, энергия и созидательный труд многих поколений ее жителей. Достойно служили своему народу и депутаты представительных органов власти республики, чьи традиции бережно сохраняются и поныне. Мы по праву гордимся многими именитыми земляками, вписавшими немало ярких страниц в летопись нашей великой страны.

Дорогие земляки! В этот праздничный день хочу выразить вам искреннюю благодарность за неоценимый вклад в развитие родного края. Будущее нашей республики во многом зависит от каждого из нас. Уверена, что вместе мы сможем реализовать самые амбициозные планы во славу и во имя процветания Чувашии. Ҫапла пултӑр! Да будет так!

 

         Председатель
Государственного Совета
  Чувашской Республики                                                                                                                                           А.Е. Егорова
 
 

Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫыннисем!

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ ячӗпе сире Республика кунӗпе тата Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа чун-чӗререн саламлатӑп!

Хӑйӗн патшалӑхне туса хуни Чӑваш Еншӗн калама ҫук пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса тӑнӑ, вӑл республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарма, наци культурине ҫӳлти шая ҫӗклеме майсем туса панӑ.

Пӗр ӗмӗр хушшинче тӑван енӗмӗр палламалла мар ҫӗнелсе улшӑнчӗ, пурӑнма чи илемлӗ те хӑтлӑ вырӑн­сенчен пӗри пулса тӑчӗ. Паян Чӑваш Енре индустри тата агропромышленность кластерӗсем аталанса вӑй илеҫҫӗ, ҫӗнӗ шкулсемпе ача сачӗсем тата больницӑсем уҫӑлаҫҫӗ. Республикӑн ҫитӗнӗвӗсен никӗсӗ – кунта пурӑнакан ҫынсен нумай ӑрӑвӗн пултарулӑхӗ, иксӗлми вӑй-халӗ тата ырми-канми ӗҫӗ. Чӑваш Республикин представительлӗ влаҫӗн органӗсен депутачӗсем те яланах халӑх ырлӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ, вӗсен ырӑ та паха йӑли-йӗрки паян кун та типтерлӗн упранать. Эпир хӑйсен чаплӑ ӗҫӗсемпе пирӗн аслӑ та мӑнаҫлӑ ҫӗршывӑмӑрӑн историне кӗрсе юлнӑ нумай паллӑ ентешсемпе тивӗҫлипе мухтанатпӑр.

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем! Ҫак уяв кунӗнче сире тӑван ен аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн чун-чӗререн тав тӑватӑп. Республика пуласлӑхӗ ытларах чухне кашнин пултарулӑхӗнчен килет.  Пӗрле эпир Чӑваш Ен мухтавӗшӗн тата унӑн ырлӑхӗшӗн чи пысӑк тӗллевсене пурнӑҫлама пултарасса шанса тӑратӑп. Ҫапла пултӑр!
  
  

Чӑваш Республикин
 Патшалӑх Канашӗн
     Председателӗ                                                                                                                                                       А.Е. Егорова

  

 

 



23 июня 2020
08:00
Поделиться