Николай Угаслов: «Пĕр тĕллевпе тăрăшар»

Николай Угаслов: «Пĕр тĕллевпе тăрăшар»

1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕ - чăваш халăхĕн шăпине татса панă паллă кун: Чăваш автономи облаçне туса хурасси çинчен декрет йышăннă. Унăн тытăмне Хусанпа Чĕмпĕр кĕпĕрнисенчи чăвашсем йышлă пурăнакан ялсемпе хуласене кĕртнĕ.

Чăваш автономи облаçне ертсе пыма Ревком йĕркеленĕ. Унăн ертÿçи пулма Даниил Семенович Элмене шаннă. Çак тапхăртан пуçласа чăвашсем патшалăхлă пулса çĕнĕлле пурнăç тума пуçланă. Унтанпа 100 çул - пĕр ĕмĕр — иртрĕ. Тăван халăхăмăр Раççейри ытти халăхпа пĕрле тĕрлĕ саманара пурăнса курчĕ, пысăк ĕçсем турĕ, тĕнче уçлăхне Андриян Николаева вĕçтерме ăс-тăн, вăй-хал çитерчĕ, 21-мĕш ĕмĕре чăваш пулсах кĕчĕ.

1992 çулта Чăваш наци конгресĕ ĕçлеме пуçланине пурте пĕлеççĕ. Чăвашсен ĕçлĕ пĕрлĕхĕ -- граждан обществин пĕр пайĕ. Патшалăхăн экономика, вĕренÿ тата культура аталанăвĕ эпир сирĕнпе мĕнле ĕçленинчен те чылай килет.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин кăрлачăн 15-мĕшĕнче Федераци Пухăвне янă çырăвĕнче çапла каланă: «Наци аталанăвĕшĕн ĕçлекен кашни çын, общество пĕрлĕхĕ тата коммерцилле мар организаци пирĕншĕн хаклă». Çак пĕлтерĕшлĕ сăмахсене чăвашлăх ĕçĕнче тĕпе хурасчĕ. Тĕнче тăрăх саланнă йăхташсене тата та çывăх пĕрлештерсе, чăваш культурине, тăван чĕлхене, йăла-йĕркене упрас тата аталантарас енĕпе тĕллевлĕ ĕçлесчĕ. Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕнче тата ют çĕршывсенче чăвашсен 100 ытла наци культура пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Пирĕн тĕллев - Раççейре пурăнакан чăвашсен культурипе чĕлхине сыхласа хăварса малалла аталантарасси тата ытти халăх çыннисемпе туслăн пурăнма майсем туса парасси.

Чăваш наци конгресĕ тĕнчери, хамăр çĕршыври право йĕркисене, Раççей патшалăхĕн наци политикине тата конгресс Уставне пăхăнса ĕçлет. Çакна 2019 çулта Чăваш наци конгресĕ тата унăн уйрăмĕсем пурнăçланă ĕçсем те çирĕплетеççĕ. Иртнĕ çул эпир Чăваш Республикинче тата унăн тулашĕнче пĕлтерĕшлĕ чылай мероприяти йĕркеленине палăртма кăмăллă.

Пирĕн ĕç мероприятисен шутĕнче мар, вĕсене пахалăхлă ирттернинче, çак ĕçе нумай çынна явăçтарнинче. Уйрăмах çамрăксене хутшăнтарса хамăрăн чĕлхене, авалран пыракан йăла-йĕркене хаклама тата упрама вĕрентесси тĕп вырăн йышăнать.

Бурят Республикинче тĕпленнĕ чăвашсен çĕнĕ организацийĕ пĕлтĕр Надежда Колесникова тăрăшнипе «Бурят чăвашĕсем» проектпа Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн грантне çĕнсе илнĕ. Çак грант пулăшнипе вĕсем хăйсен патĕнче чăвашлăхшăн пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тунă.

Иркутск тăрăхĕнчи йăхташсене пĕрлештерсе тăракан «Юлташ» чăваш наци культура автономийĕ те ĕçпе хисеп çĕнсе илнĕ. Халĕ вĕсем çĕнĕрен те çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕртес енĕпе вăй хураççĕ. Байкал хĕрринче тĕпленнĕ чăвашсем Вероника Тимофеева ертсе пынипе облаç, хула шайĕнче тăван чĕлхене вĕренессипе, чăваш тĕррине алла илессипе тата ытти ырă пуçарупа палăраççĕ. Кун пек лайăх тĕслĕхсем ытти чăваш наци культура автономийĕсенче те нумай. Паллах, вĕсене хавхалантарса, пулăшса пыраканни Чăваш наци конгресĕ тесен ытлашши пулĕ. Çапла пулмалла та. Вĕсем пире шанаççĕ, пирĕнпе пĕр тĕллевлĕ тăрăшаççĕ.

Пĕлтĕр Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем Тюмень, Иркутск, Мускав, Питĕр, Чĕмпĕр, Чулхула облаçĕсене, Бурят, Тутар республикисене тата ытти вырăна çитсе тĕрлĕ мероприяти ирттерчĕç. Вĕсем Чăваш Республикинчен аякра пурăнакансене чăваш чĕлхипе, юрри-ташшипе, наци çи-пуçĕпе, тĕрри-çĕввипе паллаштарчĕç, ăсталăх урокĕсем, семинарсемпе çавра сĕтелсем йĕркелерĕç. Ку мероприятисем пирĕн ентешсене кирли тÿрех сисĕнет, вĕсемшĕн усăллă пулни уççăн курăнать.

Юлашки çулсенче ытти регионсенчи чăваш обществисем грантсем çĕнсе илни пире савăнтарать. Грантсем тĕллевсене пурнăçлама, пире пĕрле туслă çыхăнура ĕçлеме майсем туса параççĕ.

Ленинград облаçĕпе Питĕр хулинчи чăвашсен наци культура автономийĕн ертÿçи, конгресс элчи Валериан Гаврилов час-часах пирĕнпе канашлать, пирĕн шухăшсене ыйтса пĕлет, сĕнÿсем кĕтет. Валериан Анатольевич ертсе пыракан организацин ĕçĕсем те çавăнпа тухăçлă та курăмлă. Паллах, хальхи вăхăтра вырăнти влаçпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени те пысăк пулăшу парать. Ку енĕпе Тюмень тăрăхĕнчи «Тăван» ассоциацие уйрăмах палăртса хăварас килет. Вĕсем Тюмень тăрăхĕнче иртекен мероприятисене ытти халăх çыннисене те йышлă хутшăнтараççĕ. Уйрăмах çакă Тюмень çĕрĕнче кашни çул иртекен Акатуй уявĕсенче лайăх палăрать. Акатуй тенĕрен, пирĕншĕн Шупашкарта кăна мар, регионсенчи пур чăваша та пĕрлештерекен ака-суха уявĕсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2016 çулта – Крымра, 2017 çулта — Байкал кÿлли хĕрринче, 2018 çулта — Пенза тăрăхĕнче, 2019 çулта Тутарстанра кĕрлерĕ Акатуй.

Çак уявсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан чăвашсене пĕрле пуçтарăнса савăнма, тăван чĕлхепе калаçма, тăван халăх юрри-ташшипе киленме май параççĕ. Çавăн пекех çак уявсем пĕр-пĕринчен ыррине вĕренме, туслă çыхăнусем йĕркелеме, ытти халăха хамăрăн пуян культурăна кăтартма пулăшаççĕ.

Хăть те мĕнле ĕçĕн ăнăçăвĕ çирĕплетнĕ план тăрăх йĕркелесе пурнăçа кĕртнинчен килет. Унта профессие лайăх пĕлекен специалистсене явăçтарни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе ЧНК ĕç тăвакан комитет председателĕ, чылай çул патшалăх тытăмĕнче ĕçлесе пиçĕхнĕ Анаталий Ухтияров юрист — шанчăклă çын. Ĕçтăвком тавра 14 комитетра тăрăшакан хастарсем пуçтарăннă. Пурте вĕсем ЧНК Президиумĕн пайташĕсем, хăйсен тивĕçĕсене тăрăшса, ăс-тăнне, вăй-халне шеллемесĕр, яваплăха туйса пурнăçласа пыраççĕ.

2017 çулхи раштав уйăхĕнче пирĕн «Раççей пуянлăхĕ - халăх пуянлăхĕ» проект Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕччĕ. Ăна 2018 çулта ăнăçлă пурнăçларăмăр. Грант пулăшнипе чылай региона çитрĕмĕр, чăваш тĕнчишĕн пĕлтерĕшлĕ ĕçсем турăмăр. Çакă пире хавхалантарчĕ, малашне те проектсем хатĕрлес, вĕсене тĕрлĕ грантсем илме тăратас туртăма вăйлăлатрĕ. Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илессишĕн пыракан тупăшăвăн кашни тапхăрнех хутшăнатпăр. Шел, пирĕн проектсем экспертсен кăмăлĕсене туллин тивĕçтереймерĕç пулас. Анчах та эпир пуçа усмастпăр, малалла ĕçлетпĕр. Чăваш Республикин тĕрлĕ министерствин гранчĕсене тата субсидийĕсене вара иртнĕ çул та çĕнсе илтĕмĕр. Акă кăçалхи «Раççей чăваш пики» фестиваль-конкурса ирттерме республика бюджетĕнчен 200 пин ытла тенкĕлĕх субсидие, «Чăваш тĕнчи» хаçата кăларма 265 пин тенкĕлĕх пулăшăва тивĕçрĕмĕр. Çак укçа-тенкĕ пĕрлĕхĕн ĕç-хĕлне туса пыма самай çăмăллăх парать.

 Пĕлтĕрхи мероприятисене эпир Раççейри Театр çулталăкне, Шупашкар хулин 550 çулне, чăвашсен хĕрÿллĕ поэт-трибунĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалларăмăр. Пур ĕçе те чăваш халăх культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине упраса хăварас, вĕсемпе çитĕнекен ăрăва паллаштарас тĕллеве тĕпе хурса тăватпăр.

Регионсен шайĕнчи йăлана кĕнĕ «Кĕмĕл сасă», «Раççей чăваш пики», «Чăваш тумĕ» конкурс-фестивальсен пахалăхĕ çулсерен ÿссе пырать. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче ирттернĕ «Раççей чăваш пики-2019» конкурс та çакна лайăх çирĕплетрĕ. Оперăпа балет театрне халăх туллиех пуçтарăнчĕ. Çынсене йыхравлама телекурав, радио, хаçат-журнал тата афишăсем витĕмлĕ пулăшрĕç. Фестиваль пĕтĕм чăвашсен уявĕ пулса тăчĕ. Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕнчен тата Чăваш Ен районĕсенчен килнĕ пикесем пултарулăхне çÿллĕ шайра кăтартрĕç. Мероприятие те ытти çулхинчен урăхларах йĕркелерĕмĕр. Сăмахран, апат-çимĕç конкурсне фойере ирттертĕмĕр. Ку вăл уява тата та илемлетрĕ, курма килнисене те хĕрсен ĕçне хаклама май пачĕ. Çак анлă мероприятисене ăнăçлă йĕркеленĕшĕн пирĕн вице-президента, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн ертÿçине Валерий Леонидович Клементьева ырă сăмах калатăп.

Чи пĕлтерĕшлĕ мероприятисен шутне манăн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет Юлия Мареева пуçарăвĕпе йĕркеленĕ «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма!» ял хĕрарăмĕсен ăмăртăвне те кĕртес килет. Пĕлтĕр ăна пĕрремĕш хут ирттертĕмĕр пулин те унăн шайĕ пысăк пулчĕ. Ăмăртура вун ултă маттур хĕрарăм пултарулăхне кăтартрĕç. Çак конкурса çемьесем, пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Ялти чăваш хĕрарăмĕ Чăваш çĕршывĕн çирĕплĕхĕ тата тĕрекĕ пулнине эпир манмастпăр. Унăн хастарлăхĕ, ĕçченлĕхĕ, сăпайлăхĕ, çемье вучахĕн ăшшине упрани — ырă йăла. Ку регионсен шайĕнчи конкурса кăçал çĕнĕлĕх кĕртрĕмĕр, икĕ тапхăрпа ирттерме йышăнтăмăр. Чи малтанах республикăмăрти районсене виçĕ зонăна пайларăмăр. Пĕрремĕш мероприятие пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Красноармейски районĕнче ирттертĕмĕр. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕ умĕн кунта пилĕк районтан килнĕ хастар хĕрарăмсем тупăшрĕç. Регионсенчи чăваш наци культура автономийĕсем хăйсен патĕнче те çак ăмăртăвăн пĕрремĕш тапхăрне ирттерессе шанатпăр. Юпа уйăхĕнче вара, самана чипер пулсан, Шупашкарта иртекен тупăшăва тивĕçлисем килессе кĕтетпĕр.

Пирĕн яланах хамăрăн пуласлăхшăн, ачасемшĕн ĕçлемеллине манмалла мар. Ку енĕпе ЧНК вĕренÿ комитечĕ тĕслĕх вырăнĕнче. Геронтий Никифоров ертсе пыракан комитет иртнĕ çул шкул ачисемпе тата çамрăксемпе пурĕ 22 мероприяти ирттернĕ. «Хыпар» издательство çурчĕн «Тантăш» хаçачĕпе пĕрле Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă «Çĕнĕ хум», «Ял историне пĕлетĕр-и?», «Кăвар чĕреллĕ сăвăç» пултарулăх конкурсĕсем, викторинăсем, «Ача-пăча Акатуйĕ», «Театр — ачасене» ятарлă тĕл пулусем ачасемпе çамрăксене тăван халăх историне пĕлме, чĕлхепе культурăна аталантарма самай пулăшрĕç. Кăçал «Нарспи» поэма авторĕ Константин Иванов çуралнăранпа 130 çул çитет. Вĕренÿ комитечĕ хисеплĕ поэта чысласа «Çĕнĕ хум» конкурс тата «Силпи асамачĕ» поэзи уявĕ ирттерет.

Авалхи йăла-йĕркене упраса хăварса аталантарас, вĕсемпе çитĕнекен ăрăва паллаштарас енĕпе конгресăн культура комитечĕ те Вера Архипова ертсе пынипе тĕллевлĕ ĕçлет. «Аваллăха упраса – малашлăха ĕненсе» проектпа Сĕнтĕрвăрри, Улатăр, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай районĕсене çитрĕмĕр. Каçал тăрăхне кайса анатри чăвашсен авалхи йăли-йĕркипе паллашрăмăр, тĕпчерĕмĕр. Конгресс хастарĕсем унти культура ĕçченĕсемпе тата шкул ачисемпе пысăк мероприятисем йĕркелерĕç. Палăртма кăмăллă, комитет хастарĕсем ăсталăх класĕсене питĕ тăрăшуллă ирттереççĕ. Кашни урока çынсем йышлă пухăнаççĕ. Проектпа килĕшÿллĕн иртекен мероприятисем анлă та пĕлтерĕшлĕ чăвашлăх уявĕсем пулса тăчĕç. Çакăн пек тĕл пулусем çитĕнекен ăрушăн чăннипех те усăллă. Вĕсем çамрăксене тăван культура аталанăвне тÿпе хывма хистеççĕ. Нарăcăн 22-мĕшĕнче культура комитечĕн пуçарăвĕпе тĕнчери халăхсен хушшинчи III «Чăваш Ене мухтаса» фестиваль-конкурс анлă иртрĕ. Çак конкурса йĕркелесе эпир ÿссе пыракан ăрăвăн наци культурипе тата халăх йăлисемпе çыхăннă пĕлĕвне ÿстересшĕн. Унсăр пуçне пултаруллă, пуçаруллă ачасене хавхалантарасшăн. Чăваш наци конгресĕ, уйрăмах культура комитечĕ, Чăваш Енри литературăпа ÿнер ĕçченĕсен еткерлĕхне халăх патне çитерес енĕпе те нумай ĕçлет. Ку енĕпе «Чăваш Енĕн мухтавлă çыннисем» культурăпа çут ĕç проекчĕ уйрăмах ăнăçлă пурнăçланать.

Конгресс çумĕнчи ал ĕç ăстисен ассоциацийĕ те тăрăшуллă. Вăл республикăри тата Чăваш Ен тулашĕнчи чăваш ачисене тăван халăхăн ĕлĕкхи тумĕн пуян историйĕпе паллаштарас тĕллеве тĕпе хурать. Зинаида Ивановна Воронова ертсе пыракан ассоциаци чăваш ачин чун-чĕринче чăвашлăх туйăмне чĕртессишĕн шкулсене тухса çÿрет, тĕрлĕ мероприяти, ăсталăх класĕсем ирттерет. Çак ĕç-хĕле йĕркелени аваллăха паянхи кунпа çыхăнтарса тăван культурăпа йăла-йĕркене çĕнĕ сывлăш кĕртет.

«Чăваш ялĕ» комитет ертÿçи Эдуард Бахмисов пирки те ырă сăмах калас килет. Вăл ялсен хăтлăхĕшĕн, авалхи йăх-несĕлсен йăли-йĕркине упраса аталантарассишĕн тăрăшать. Юлашки çулсенче Эдуард Константинович чылай проект пурнăçа кĕртрĕ. Пĕлтĕр Улатăрта Республика кунне, Çĕрпÿре Тихвин ярмăрккине ирттерме нумай пулăшрĕ. Уяв лапамĕсене чăваш сăн-сăпачĕ кĕртесси Эдуард Константиновичран килнĕ. Шупашкарти Туслăх çурчĕ хăтлă та илемлĕ пултăр тесе те вăл нумай вăй хунă. Халĕ эпир ытларах хамăрăн мероприятисене Туслăх çуртĕнче ирттеретпĕр. Ку тĕлĕшпе Чăваш Республикинчи халăхсен Ассамблейин Канашĕн пуçлăхне, паллă академика Лев Пантелеймонович Куракова тата Туслăх çурчĕн ĕçченĕсене тав сăмахĕ калатăп.

Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи Ваттисен Канашĕ те пуçаруллă ĕçлет. Аксакалсем саманаран юлмаççĕ, конгресс ĕçне хастар хутшăнаççĕ. Пире вĕсем çĕнĕрен те çĕнĕ канашсем параççĕ, тĕрĕс çулпа утма вĕрентеççĕ. Ваттисен Канашĕн хастарĕсем час-часах халăх хушшинче пулаççĕ, çамрăксемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ. Пĕлтĕр Ваттисен Канашĕн ертÿçи Федор Карягин йĕркеленипе «Чăваш ялĕ — тирпейлĕ ял» конкурс пуçарса янăччĕ. Çак кунсенче йĕркелÿ комитечĕ конкурса пĕтĕмлетрĕ. Ăмăрту халăха ялсене тирпей-илем кĕртес ĕçе хастар хутшăнма хистерĕ. Çут çанталăка сыхлас, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăксене, ял масарĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе чылай ĕç турĕç. Конкурса хастар хутшăннисене пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Наци библиотекинче Тав хучĕсемпе чысларăмăр. Федор Александрович йĕркелесе пынипе республикăра экологи энциклопедийĕ кун çути курчĕ.

Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем тăван халăхăмăрăн пуян историйĕпе йăли-йĕркине, культурине тĕпчесе халăх патне çитерессипе ырми-канми ĕçлеççĕ. Эпир пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пыратпăр, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе пурăнатпăр. Ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантарас, çемье институтне çирĕплетес тĕллевпе те ЧНК комитечĕсем нумай вăй хураççĕ. Ку вăл туслăха çирĕплетме, çĕнĕ ятсем уçма, пултаруллă çамрăксене тупса палăртма май парать.

Кăçал пĕтĕм халăхпа пĕрле Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 75 çул çитнине уявлатпăр тата Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă тăватпăр. Çак уявсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Хаяр вăрçă Тăван çĕршыври кашни çын, кашни çемье пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă.

Тата çакна каласа хăваратăп: вĕренÿ тытăмĕнче чăваш чĕлхине алла илесси йывăрланса пырать. Хальхи тапхăрта Чăваш Енре вырăс чĕлхиллĕ шкулсенче чăваш чĕлхине е вырăс чĕлхине тăван чĕлхе пек вĕренме май пур. Çав вăхăтрах чăваш чĕлхине патшалăх чĕлхи пек вĕренме те пулать. Çавна пула саккунпа çакна хуласемпе район центрĕсенче ача ашшĕ-амăшне суйласа илме ирĕк панă.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртнĕ 38-мĕш сессийĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Алексеевич Николаев тăван чĕлхене /чăваш чĕлхине/ упраса хăварма тата аталантарма кирлĕ майсем тăвасси пирки палăртса каларĕ. Çак ларурах ЧР Патшалăх Канашĕ ку ыйтупа патшалăх программи йышăнасси пирки республика Пуçлăхĕ патне сĕнÿпе тухрĕ. Çакă чăваш чĕлхин малашлăхĕ пуррине шанма май парать.

2010 çулхи халăх çыравĕ Чăваш Республикинче хăйсене чăваш тесе шутлакансем 68 процент пулнине кăтартрĕ. Ку вара 1989 çулхи çырав кăтартăвĕсемпе танлаштарсан чылай сахалрах.

Кăçал кĕркунне Раççейре каллех халăх шутлавĕ иртмелле. Çак çырав мĕнле иртнинчен чăваш халăхĕн йышĕ тата пуласлăхĕ нумай килет. Çавăнпа ЧНК умне тата та яваплăрах тĕллевсем тухса тăраççĕ. Тăван халăх шучĕ улшăнса пыни, чăвашсем тăван чĕлхепе калаçманни ЧНК пайташĕсене пăшăрхантарать. Çырав умĕн пирĕн Чăваш Енре тата çĕршывăн ытти регионĕнче те хăйне чăваш тесе шутлакансен йышне ÿстерессишĕн тĕллевлĕ ĕçлемелле. Пытарма кирлĕ мар, хăш-пĕр ентеше хăй тата ачисем хăш наци çынни пулни, ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе калаçманни пачах та шухăшлаттармасть. Чăвашсен пурин те мăн асатте-асанне парса хăварнă чăваш ятпах пурăнмалла! Вăтанмасăр, хăрамасăр, малашлăх çинчен шухăшласа хамăр чăваш пулнине çыравра палăртса хăвармалла!

2002 çулхи Пĕтĕм Раççейри çырав саккунĕпе Раççей Федерацине кĕрекен республикăсенче пурăнакансен ыйтусене çав республикăн патшалăх чĕлхипе, апла пулсан, пирĕн чăвашла хуравлама ирĕк пур.

Пирĕн тĕллев — чăваш ятне çĕклесси, тăван халăхăмăрăн пуян историпе йăли-йĕркине, культурине халăх патне çитересси, регионсенчи йăхташăмăрсен хушшинчи хутшăнусене çирĕплетесси. Малалла та çапла пултăрччĕ!

 



22 апреля 2020
07:50

Газета «Чӑваш тӗнчи»

Поделиться